Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пушкӑртстанра «Шур ҫӑл» фестиваль иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.05.2019 20:40 | 1486 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Асӑннӑ уяв Пушкӑртстанӑн 9 районӗпе (Ӗпхӳ, Пелепей, Шаран, Ермеккей, Федоровка, Мияки, Мелеуз, Пишпӳлек, Кармаскалӑ) Тутарстанри Анат Чаллӑ хулинчи ачасем пухӑннӑ. 7-18 ҫулхи 178 ача пуҫтарӑннӑ унта.

Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культурине сыхласа хӑварса ӑна тата та паллӑрах тӑвас, тӑван чӗлхене аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва наци культурине юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевсене пурнӑҫлать. «Шур ҫӑл» фестиваль учредителӗсем – Пушкӑртстанри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ, Пишпӳлек район администрацийӗ тата «Родник» агрофирма (ертӳҫи – С.К. Михайлов).

Фестиваль ытти ҫулсенче Алексеевка ялӗнчи Панулми пахчинче иртнӗ. Кӑҫал ҫанталӑк сивӗ пулнине кура уява Пишпӳлекри культура керменне пухӑннӑ.

#культура, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #фестивальсем, #Пушкӑртстан, #Ӗпхӳ, #Пелепей, #Шаран, #Ермеккей, #Федоровка, #Мияки, #Мелеуз, #Пишпӳлек, #Кармаскалӑ, #Тутарстан, #Анат Чаллӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_816
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем