Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева пулӑшма каллех Светлана Ананьевӑна шаннӑ. Ҫак должноҫре унччен вӑл ӗҫленӗччӗ. Аса илтерер, ун пек йышӑнӑва республика ертӳҫи 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ. Светлана Ананьева унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫи пулма Надежда Беловӑна ҫирӗплетрӗ, Светлана Ананьевӑна ӗҫрен кӑларчӗ. Тепӗр кунне ӑна Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шанчӗ.
Светлана Ананьевӑна Элтепер пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Agabazar // 1805.08.8526
2019.07.05 16:25 | |
Унччен пулăшман-им? Ура хурса пынă-им? | |
Африкан // 3175.45.7327
2020.01.30 14:26 | |
Чавашсем куштансем, пер-перне сахма юратассе.Сахса ситерчес. Малашне кама сахма тытассе? | |
