Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ ӗнене ҫӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.10.2019 20:20 | 1068 хут пӑхнӑ
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулӑмпа кӗрешекенсем автомобиль шинисенчен тунӑ дренаж шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ ӗнене ҫӑлнӑ. Ку иртнӗ вырсарникун пулса иртнӗ.

Ӗне инкеке лекни пирки 112 пульт ҫине каҫхи 7 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ выльӑха ҫӑлма ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пушарпа кӗрешекен службӑн ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Ҫӑлав ӗҫӗ ансат мар: ӗнене шӑтӑкран суранлатмасӑр кӑларма тӑрӑшмалла-ҫке-ха. Ҫӑлавҫӑсем тӑпрана чавнӑ, ҫапла майпа ӗнене автошинӑсенчен кӑларнӑ, хӑйне вара туртса кӑларнӑ.

Ҫӑлнӑ ӗне халӗ хуҫи патӗнчех пурӑнать.

#Инкеклӗ лару-тӑру министерстви, #ҫӑлавҫӑсем, #чӗрчунсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулакан // 2761.74.8314
2019.10.29 20:59
Кай-кай-кай, ним ăнланма та çук: ĕни те кĕрсе ÿкнĕ, ҫулӑмпа кӗрешекенсем те кĕрсе ÿкнĕ.Корреспонденчĕ хăй ÿкмен-и тата?
2019.10.30 17:13
Аçтахар Плотников
Ҫулӑмпа кӗрешекенсене те инкекрен ҫӑлтӑмӑр — текста тӳрлетрӗмӗр. :)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем