Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Тракторпа ҫапӑнса виҫҫӗн вилнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.12.2019 16:04 | 1664 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче пулса иртнӗ ҫул-йӗр ҫинчи инкекре виҫҫӗн вилнӗ. Пӑтӑрмах 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ «Киа-Риа» автомашина прицеплӑ трактор айне пырса кӗнӗ. Инкек «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче, Елчӗк районӗнче, пулса иртнӗ.

«Киа-Рио» водителӗ ҫула май пыракан тракторпа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина инҫӗше пӑхӑнман. «МТЗ» трактор йыӑҫ тиенӗскер пулнӑ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина хӑвӑрт пынӑ. 22-ри водитель правана икӗ ҫул каялла илнӗ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна кӑҫал ултӑ хутчен явап тыттарнӑ. Машина водителӗ тата машинӑри икӗ пике: 8-мӗш тата 10-мӗш класра вӗренекенскерсем — вилнӗ. Тракторист урӑ пулнӑ.

#ҫул-йӗр, #Елчӗк, #Патӑрьел, #Нурӑс, #сывлӑх, #тракторсем, #машинӑсем, #инкексем, #Елчӗк районӗ, #ШӖМ, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем