Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Геннадий Юмартпа сывпуллашӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 12.01.2020 19:07 | 1636 хут пӑхнӑ
Персона

Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ вилнӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра паян Анатолий Хмыт драматург пӗлтернӗ.

Геннадий Юмарт (Трофимов) 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑкра ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961-1965 ҫулсенче Самар енчи чӑваш шкулӗсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, редакторта ӗҫленӗ. 1970-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗ пулнӑ.

Геннадий Юмартпа Шупашкарти ритуал службинче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "ж" ҫуртра, Республикӑн клиника больницин моргӗнче вырнаҫнӑ) ытларикун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.

#ҫухатусем, #Красноармейски районӗ, #Кайри Карӑк, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3432.77.0853
2020.01.12 22:20
Agabazar
Геннадий Юмарт — чăнлăх рыцарĕ.
Олег Мустаев // 2327.24.4415
2020.01.13 11:00
Чӑнах та паллӑ,тӳрӗ кӑмӑллӑ ӑсчахчӗ.
Станьял // 1300.71.1683
2020.01.13 18:56
Пӗрле вӗрентӗмӗр, пӗрле кӗрлерӗмӗр, пӗрле ӗҫлерӗмӗр...
Канлӗ пул! Лӑпкӑ ҫывӑр Унта тӗл пуличчен!.
Agabazar // 2940.14.6969
2020.01.14 03:13
Agabazar
Апла-капла аппаланса ҫӳремен, яланах тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑ.
Н.Ф. Даниловпа тата В.Г. Родионовпа тан чӑваш текстологийӗн ҫулпуҫӗ теме пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем