Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Севастопольти шкул чӑваш ячӗпе хисепленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.01.2020 06:53 | 1144 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Севастопольти 10-мӗш гимназие чӑваш ятне пама йышӑннӑ. Ырӑ хыпара ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ шкула Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ.

Зоя Миронова хыпарланӑ тӑрӑх, Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ.

Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Мирон Ефимов икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ.

1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ.

2019-мӗш ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ертӳҫисем, Чӑваш наци конгресӗ, Севастопольти чӑваш наципе культура автономийӗ тата Чӑваш Енӗн Крымпа Севастопольти суту-илӳпе экономика тата ЧНК элчи Андрей Яковлев ыйтнипе Севастопольти 10-мӗш гимназие Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ. Кун ҫинчен гимнази директорӗ С.В. Руквавицина хушу кӑларнӑ.

#шкулсем, #астӑвӑм, #Элӗк, #Вырӑс Сурӑм, #Самушка, #Элӗк районӗ, #Севастополь, #Шупашкар, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем