Пӑтӑрмахсем
![]() ptzgovorit.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ пушарта хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек Терешкова урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен чи малтанах ҫунакан ҫуртран кастрюль кӑларса пенӗ. Пушар шӑпах ҫавӑнтан тухнӑ ахӑртнех. Кайран хӗрачана урама йӑтса тухнӑ. Ӑна реанимаци машини илсе кайнӑ. Унтан хӗрарӑма ҫӑлнӑ, ӑна та пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, хӗрача чӗрӗ юлайман, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хваттерте икӗ хӗрарӑмпа ача пурӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |