Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Япони ҫамрӑкӗ чӑваш радиовне чӑвашла итлеймен

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 17.05.2020 05:06 | 1538 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Чӑвашла радио итлес терӗм, чӑвашла вӗренмешкӗн. Сайта уҫрӑм та итлеме пуҫларӑм, вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ытти канала куҫрӑм, вырӑсла юрӑ янрать... Ман шутпа, чӑваш чӗлхине упрас тесен, чӑвашла радиора кунӗпех чӑвашла кӑна янрамалла», – тесе чӑвашла ҫыпӑҫуллӑ ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Yuto Hishiyama.

Яндекс.Тӑлмачпа куҫарнӑ пулӗ тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Вӑл каччӑ тахҫантанпах чӑваш чӗлхине тата тутар чӗлхине вӗренет. Сӑмах май каласан, вӑл «#эпӗчӑвашлакалаҫатӑп» хэштегпа чӑвашла сӑвӑ вуланине те хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш чӗлхи манӑн тӑван чӗлхе мар пулсан та, вӑл мана вӑй парать. Юратса вӗренетӗп. Ӗмӗрлӗхе упранса юлтӑр!», – тесе ҫырнӑ ҫамрӑк.

#ҫамрӑксем, #Япони, #МИХсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #культура, #чӗлхесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ:  https://m.vk.com/wall178796747_8938
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 1686.98.4025
2020.05.18 13:36
Чӑвашла пӗлекен Масанори,Хишияма тата ытти япунсене ятарласа салам яр-ха, Ташней Ҫӑкӑр=тӑвар хире-хирӗҫ, тесе ҫыр ҫыр...Ырра = ырӑпа!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем