Персона
![]() Николай Дворов-Шемексем Ҫак кунсенче Николай Дворов-Шемексем ҫыравҫӑ вилнӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ. Николай Дворов-Шемексем Раҫҫей Писательсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ пулнӑ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат ҫумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ членӗ те пулнӑ вӑл, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ хастарӗ, Тӑхӑрьял тӑрӗхӗнчи паллӑ ҫыравҫӑ, 15 кӗнеке авторӗ. Ҫыравҫӑ 1940 ҫулта Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел ялӗннче ҫуралнӑ. Хусанти ял хуҫалӑх институчӗнче вӗреннӗ. Колхозсенче тӗп инженер, председатель пулса ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. Ҫыравҫӑн пичетленсе тухнӑ кӗнекисем шутӗнче Википедин чӑвашла пайӗнче ҫаксене асӑннӑ: «Кун-ҫул таппи» (1995), «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» (1996), «Сукмак» (1998), «Шанӑҫ» (2001). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |