Культура
![]() Вырӑс драма театрӗн артистки Лариса Родик «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ. Лариса Родик 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хабаровск тӑрӑхӗнчи Вяземский хулинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Инҫетхӗвелтухӑҫ ӳнер институтӗнчен «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫлӑ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Дипломлӑ актер Амур ҫинчи Комсомольск, Кинешма, Иваново, Норильск, Хабаровск хулисенчи театрсен сцени ҫинче вылянӑ. Шупашкара Лариса Родик 1997 ҫулта куҫса килнӗ. Вӑл вӑхӑтра Родин сцена ӑсти ятне илнӗ актриса пулнӑ ӗнтӗ. Паян вӑл паллӑ артист ҫеҫ мар, юратнӑ педагог та. Лариса Родик 20 ҫула яхӑн Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче ҫамрӑксене актер ӑсталӑхӗпе режиссурӑна вӗрентет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |