Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Акатуй та онлайн иртӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 11.06.2020 06:31 | 320 хут пӑхнӑ
Культура

Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне кӑҫал та ирттерӗҫ. Кун пирки республикӑн Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫалхи мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Анчах ытти ҫултинчен вӑл расна иртӗ. Пӗтӗм чӑвашсен VIII Акатуйӗн уйрӑмлӑхӗ кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ӑна онлайн ирттерӗҫ.

Унта хамӑр республикӑри тӗрлӗ районпа хулари, ҫавӑн пекех тӗрлӗ регионти халӑх, эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Видеосаламсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ddn21nac@mail.ru тата tania-fill@yandex.ru электрон адрессемпе йышӑнӗҫ.

Видеоматериала #ВместеПӗрле хештегпа Google тата Яндекс дисксем ҫине, «YouTube» видеохостинга, «Контактра», «Пӗркласрисем» халӑх ушкӑнӗсене те вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ.

#юбилейсем, #автономи, #уявсем, #чӑвашлӑх, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Ен юбилейне халалланӑ логотипа ҫирӗплетнӗ
2020, 02, 06
Илемпин ӗҫӗ илемлӗ
2020, 06, 02
«Асамат кӗперӗ» фестиваль иртет
2020, 06, 04
«Чаплӑлан, Чӑваш Ен!» марафона Каҫал тӑрӑхӗ хутшӑннӑ
2020, 06, 04
Шупашкар ҫыннисене паллӑ ҫынсене паллаштарӗҫ
2020, 06, 09

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org