Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӗмӗрлере 15-ри хӗр ҫухалнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 24.06.2020 21:14 | 459 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Елена Бараева архивӗнчи сӑн
Елена Бараева архивӗнчи сӑн

Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Бараева Софья Дмитриевна ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.

Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрӗ патне шӑнкӑравланӑ, анчах телефонӗ унӑн сӳннӗ. Софьйӑн ҫывӑх тусӗ те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмест.

Тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫухалнӑ кунхине хӗр тӗттӗм джинс шӑлавар, хура кроссовка, ҫутӑ кӑвак джинс куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Софья 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.

Софья пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 89278689958, 89030654743 номерсемпе шӑнкаравласа пӗлтерӗр. Е полицие шӑнкӑравлама пулать.

#Ҫӗмӗрле, #шыравсем, #полици, #ҫамрӑксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65161
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫухалнӑ каччӑ виллине уйра тупнӑ
2020, 02, 08
16-ри каччӑна 3 эрне шыраҫҫӗ
2020, 03, 13
Ӗнер ҫухалнӑ 17-ри хӗре шыраҫҫӗ
2020, 04, 13
Канаш арҫыннине виҫӗ кун шыраҫҫӗ
2020, 04, 19
Кӳршӗ регионти арҫынна Шупашкарта шыраҫҫӗ
2020, 05, 20

Комментари:

Agabazar // 7929.3.9557
2020-06-25 11:37
Agabazar
Сăрланăран çÿçне хĕрлĕ тĕс çапнă ĕнтĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org