Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Полина Чамжаева 60 ҫул тултарнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 28.06.2020 17:48 | 607 хут пӑхнӑ
Культура
Полина Чамжаева. Ҫамрӑксен театрӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Полина Чамжаева. Ҫамрӑксен театрӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чаваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева паян 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пӗчӗк Малти Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.

Сасси ҫемҫе, сӑнӗ ҫепӗҫ, кӗлетки хӳхӗм ҫак артистка ултӑ теҫетке ҫула ҫитнине ӗненме те йывӑр. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ вӑл. Пӗр вӑхӑтра теартан кайнӑччӗ. Анчах кайран каллех тӑван театрӑн сцени ҫине таврӑнчӗ. Ҫак ҫулсенче Полина Чамжаева вуншар сӑнар калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.

Нумаях пулмасть «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнеке пичетленнӗччӗ. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ.

#Пӗчӗк Малти Тукай, #артистсем, #театрсем, #юбилейсем, #Канаш районӗ, #кӗнекесем, #вулавӑшсем, #хӑтлавсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Валерий Яковлев ҫинчен кӑларнӑ кӗнекене хӑтлӗҫ
2020, 01, 21
Нина Яковлевӑна медальпе чысланӑ
2020, 06, 09
Анатолий Кибеч: «Пурне те килӗшме официант мар»
2020, 06, 10
«Сергей Павлов хайлавӗсенчи илемлӗх тӗнчи» литература тӗпелӗ иртӗ
2020, 06, 16
Халӑх поэчӗ чӑваш поэчӗсене килӗштерет
2020, 06, 17

Комментари:

Agabazar // 3778.05.2672
2020-06-28 18:27
Agabazar
Пиçет пилеш, пиçет палан... (с)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org