Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Кашни ҫиччӗмӗш ҫын республика тулашӗнче тӑрӑшать

Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Таисия Ташней 15.07.2020 06:42 | 245 хут пӑхнӑ
Статистика

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫиччӗмӗш ҫын республика тулашӗнче ӗҫлет. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ Росстат иртнӗ ҫулхи лару-тӑрӑва тишкернӗ май.

Урӑх регионта тимлекенсен йышӗпе пирӗн республика Раҫҫейре тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн патри вӑйпиттисенчен сахалтан та 13,8 проценчӗ е 80 пин ҫын ютра тӑрӑшать.

Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ӗҫлеме аякка каякансенчен 20,2 проценчӗ е 822,1 пин ҫын Мускав облаҫӗнче вӑй хурать, 18,3 проценчӗ е 170,5 пин ҫын – Ленинград облаҫӗнче, 16,4 проценчӗ е 30,2 пин ҫын – Адыгейӑра. Мӗнпур мигрантӑн 21,6 проценчӗ Мускава ҫул тытать, 18,8 проценчӗ – Тӗмен тӑрӑхне.

Ӗҫ мигранчӗсем ытларах чухне (22%) стройкӑра тӑрӑшаҫҫӗ. Ют ҫӗрте вӑй хуракансен ӳсӗмне илсен, вӑтамран вӗсем 38,8 ҫулта.

#Адыгея, #статистика, #Мускав, #Мускав облаҫӗ, #Ленинград облаҫӗ, #Тӗмен, #Росстат, #ӗҫ вырӑнӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енри журналистсем пӗчӗк шалу илеҫҫӗ
2019, 10, 09
Пысӑк тата пӗчӗк шалуллӑ регионсене палӑртнӑ
2019, 10, 11
Хваттер хакӗ ӳснӗ
2020, 01, 09
Ют ҫӗршывран таврӑнаймаҫҫӗ
2020, 07, 03
Китайран таврӑннисене обсерватора илсе кайнӑ
2020, 07, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org