Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Элтепере виҫӗ кун суйлӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 14.08.2020 20:34 | 192 хут пӑхнӑ
Политика

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра пӗрлехи суйлав кунӗ тесе йышӑннӑ. Ун чухне Чӑваш Ен Элтеперне тата муниципалитсенчи депутатсене суйлӗҫ.

Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен шкиленнипе, ӑна сарасран асӑрханас тӗллевпе суйлава виҫӗ кун хушши ирттерӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ӗнер йышӑннӑ. Ҫапла вара сасӑлава авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче те ирттерӗҫ. Тӗп суйлав кунӗ ҫапах та 13-мӗшӗнче пулӗ тесе пӗлтернӗ.

Аса илтерер: республика Элтеперӗн суйлавне 5 кандидат хутшӑнать. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ — парти сӗннӗ кандидатсем: Сергей Матвеев («Раҫҫей патриочӗсем»), Николай Степанов («Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн партийӗ»), Александр Андреев (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ), Константин Степанов (либерал-демократсен партийӗ). Республика ертӳҫин тивӗҫне хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ.

#политика, #партисем, #суйлавсем, #сасӑлавсем, #хӑрушсӑрлӑх, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Ене ертсе пырасшӑн
2020, 06, 25
Пенсири ҫын Элтепере суйланасшӑн
2020, 06, 26
Элтепер пулас ӗмӗтлисем сакӑр ҫынна ҫитнӗ
2020, 07, 01
Элтепер пулас ӗмӗтлӗ икӗ кандидат сасӑ пухнӑ
2020, 07, 23
Элтепер суйлавне миҫен хутшӑнасси паллӑ
2020, 07, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org