Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫамрӑк хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 17.08.2020 06:46 | 515 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра Вӑрнар районӗнче, «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫинче, «Киа-Спектра» автомашина хирӗҫ килмелли ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Руль умӗнче Нурӑс ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ.

Ҫулпа ҫав тӑрӑхра пурӑнакан хӗрарӑм «Калина» машинӑпа пынӑ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ транспортран пӑрӑнас тесе руле пӑрнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Нурӑс арҫыннин автомобилӗ ӑна пырса ҫапнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе машинӑри 51 ҫулти хӗрарӑм суранланнӑ. Вӗсене районти пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Киа» машина ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах хӑвӑрт кайнӑ тата унӑн урапин резини икӗ тӗрлӗ пулнӑ.

#инкексем, #ҫул-йӗр, #Вӑрнар районӗ, #машинӑсем, #Нурӑс, #сывлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тракторпа ҫапӑнса виҫҫӗн вилнӗ
2019, 12, 08
Велосипедпа пыракана ҫапса хӑварнӑ
2020, 06, 07
Инкекре упӑшкипе арӑмӗ вилнӗ
2020, 07, 15
Виҫҫӗн аманнӑ
2020, 08, 16
Муркаш районӗнче Курган ҫыннисем вилнӗ
2020, 08, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org