Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Чӑваша асӑнса Севастопольте асӑну хӑми уҫнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 11.09.2020 20:01 | 167 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Севастополь хулинче чӑваш ҫыннине асӑнса хисеп хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа унта савӑнӑҫлӑ митинг иртнӗ. Хулари 10-мӗш гимназин ҫине вырнаҫтарнӑ мемориал хӑмине Чӑваш Енре ҫуралнӑ Мирон Ефимова халалланӑ. Вӑл — Совет Союзӗн Геройӗ.

Аса илтерер: Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ.

Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ.

1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ, 10-мӗш гимназие ун ячӗпе панӑ.

#Элӗк районӗ, #Севастополь, #Шупашкар, #Элӗк, #Севастополь, #астӑвӑм, #Ейск, #Вырӑс Сурӑм

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш драма театрӗн артисчӗсем вил тӑприсене тирпейленӗ
2019, 08, 28
Севастопольти шкул чӑваш ячӗпе хисепленӗ
2020, 01, 14
Археологи япалисем шыранӑшӑн суд сакки ҫине ларӗҫ
2020, 07, 17
Эльмень сӑнӳкерчӗкӗ чӗрмеленсе пӗтнӗ
2020, 07, 24
Владимир Мазанов художник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ
2020, 08, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org