Культура
![]() Куславкка хулинче республикӑри хуткупӑсҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Чувашские переливы» (чӑв. Чӑваш юрри-ҫемми) ятпа йӗркеленӗскере тӗрлӗ районпе хулара, ялпа поселокра пурӑнакан сакӑр теҫетке ытла ӑста пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла хуткупӑспа хитре каланӑ, такмакланӑ. Хуткупӑсҫӑсене хаклама пуҫтарӑннӑ сумлӑ тӳресем Канаш районӗнчи Энтриялӗнчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Александр Никоноров пултарулӑхне уйрӑмах пысӑк хак панӑ. Фестиваль-конкурсра ҫӗнтернӗ ӑстана хуткупӑс туянма сертификат тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |