Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Любовь Федорован кӗнекисене хӑтларӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 22.09.2020 19:38 | 175 хут пӑхнӑ
Культура

Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисен хӑтлавне ирттерчӗҫ. Ӑна библиотека ырӑ йӑлана пӑхӑнса тӳрӗ эфирта ирттерчӗ. Хӑтлава Ютубра пӑхма май килчӗ.

Любовь Федорова — Елчӗк районӗнчен тухнӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑ. Вӑл 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗр ҫул вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче агронома вӗреннӗ, анчах пӑрахнӑ. 1980 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче пӗлу илнӗ. Кайран вӑл Шупашкарти шкулсенчен пӗрне ӗҫе вырнаҫнӑ. Любовь Федоровӑн «Йӳҫӗ пыл» ятлӑ малтанхи кӗнеки 1992 ҫулта пичетленнӗ. Пӗр пиллӗкмӗш классенче вӗреннӗ чухне Мария Волкован кӗнекине хавхаланса вуланине аса илчӗ. Хӑйӗн малтанхи хайлавӗсене район хаҫатӗнче ҫеҫ мар, республикӑри литература журналӗсенче пичетленӗ. Вӑл — сакӑр кӗнеке авторӗ. Сӑвӑсем, калавсем, юптарусем ҫырать.

#Энтепе, #Елчӗк районӗ, #вӗрентекенсем, #культура, #шкулсем, #ЧПУ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енри педагогсене Путин преми панӑ
2019, 09, 03
Николай Балтаева медаль парӗҫ
2020, 08, 26
Ачасене кӳрентернӗ учитель шкулта ӗҫлемӗ
2020, 09, 06
Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем ҫавра сӗтеле пухӑннӑ
2020, 09, 08
Иван Яковлев уҫнӑ шкула Росреестр шута илнӗ
2020, 09, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org