Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти аэродрома юсасшӑн

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 25.09.2020 06:09 | 118 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти аэропортра ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем пуҫланассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ-ха. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра унта авиапассажирсене ларса-тӑма та хӗсӗкрех. Юсав проектне Мускаври патшалӑх эксперчӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем ӑна ырласан юсав ӗҫне раштав уйӑхӗнче е кӑшт каярах пуҫласса шанаҫҫӗ.

Ӗнер аэропортра журналистсем валли брифинг ирттернӗ. Аэровокзала ҫеҫ мар, аэродрома та юсама ӗмӗтленеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унта пӗр харӑсах икӗ самолетран ытла йышӑнаймаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ҫаврӑнма вырӑн сахал, иккӗмӗшнчен асфальт та чӑтаймӗ. Федераци программине кӗме пултарсан аэродрома юсаса ҫӗнетесшӗн. Ун чухне пӗр харӑс сакӑр самолета йышӑнма май килӗ. Ку ӗҫе 2024 ҫул тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.

#брифингсем, #юсавсем, #Шупашкар, #аэропорт, #самолетсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Самолетсем вӗҫмӗҫ
2020, 06, 10
Шупашкарти аэропорт унчченхилле ӗҫлеме тытӑннӑ
2020, 07, 02
Турцие Шупашкартан кӑҫал та вӗҫме май килӗ
2020, 07, 28
Аэропорта юсама проектпа смета хатӗр
2020, 08, 18
Самолетсене тата виҫӗ хулана вӗҫтересшӗн
2020, 09, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org