Политика
![]() Мурманск облаҫӗнчи вӗренӳ министрӗ пулнӑ Анна Попова ку должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн депутат пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Вӑл малашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутатне Алена Аршиновӑна пулӑшса пырӗ. Палӑртмалла: Анна Попова министрта ҫур ҫула яхӑн ӗҫленӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче министра ларнӑ, авӑнӑн 14-мӗшӗнче Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Анна Попова Алена Аршиновӑпа пӗрле 84 ҫулти кинемей валли апат-ҫимӗҫ туянма лавккана кайнине асӑрханӑ. Вӗсем нимеҫӗсем пек пулнӑ. Аса илтерер: Мурманск облаҫӗнче Анна Попова халӑх тетелне лартнӑ постсенче вырӑсла йӑнӑш ҫырнӑшӑн ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |