Спорт
![]() Михаил Вансяцкий страницинчи видеоран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк Тӗмен облаҫӗн чысне хӳтӗлекен Татьяна Акимова паян каллех черетлӗ медале тивӗҫнӗ. Аса илтерер: ҫак кунсенче Тӗменте биатлон енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртет. Хӗрарӑмсем паян масс-стартра тупӑшнӑ. Ентешӗмӗр, ӗнер пасьютра ҫӗнтерӳпе савӑнтарнӑ Татьяна Акимова, паян каллех мала тухнӑ. Биатлонисткӑсем 12,5 километра ӑмӑртнӑ. Татьяна Акимова ӑмӑртусене ку сезонта Тӗмен облаҫӗшӗн хутшӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ Вячеслав каланӑ тӑрӑх, спортсменкӑна кӑҫал Чӑваш Ен пулӑшман. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |