Республикӑра
![]() advokat-sankt-peterburg.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Юрист кунӗпе саламлать. «Эсир яланах ыттисенчен принциплӑ пулнипе тата саккуна ҫирӗп пӑхӑнса тӑнипе уйрӑлса тӑнӑ та, тӑратӑр та. Чӑваш Ен юридици пӗрлӗхӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармалли, патшалӑх влаҫӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне уҫӑмлӑрах тумалли, управлени йышӑнӑвӗсен тухӑҫлӑхне ӳстермелли майсем тӑвас ӗҫе хывакан тӳпене пысӑка хурса хаклатӑп. Регионти юристсем хӑйсен служба тивӗҫӗсене малашне те чыслӑн пурнӑҫласа пырасса, гражданла обществӑна аталантарма, республикӑра пурӑнакансен право культурине ӳстерсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп», — тенӗ Элтепер саламра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |