Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта хваттер ҫуннӑ. Унта ҫутӑ та, газ та пулман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара сӳнтерсен 54 ҫулти хваттер хуҫине тата унпа пӗрле пурӑннӑ 55-ри хӗрарӑма тупнӑ. Пушар паян ҫӗрле пулнӑ. Строительсен урамӗнчи 30-мӗш ҫуртри виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Ҫулӑм шалтине йӑлтах тӗп тунӑ. Подъездри 23 ҫынна урама кӑларнӑ. Ҫуннӑ хваттерте икӗ ҫын виллине тупнӑ. Ҫакӑ паллӑ: хваттерте ҫутӑ тата газ пулман, вӗсене пӗлтӗр татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |