Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвирусран татах вилнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра ун пеккисен шучӗ 6 ҫынпа танлашнӑ. Чире вара пӗтӗмпе 127 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ковид Чӑваш Енри 15206 ҫынна ернӗ. Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируспа 1231 ҫын чирлет. Сывалнӑ май пульницӑран 114 ҫынна кӑларнӑ. Ковид пандемийӗ тесе пӗлтернӗренпе пирӗн тӑрӑхра 423 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 13 пин те 552 ҫын сывалнӑ. Аса илтерер: паян РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне, Канаш районӗнче ҫуралнӑ Валентин Шурчанова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл та кӑшӑлвируспа чирленӗ, Мускаври пульницӑсенчен пӗринче сипленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |