![]() Харпӑр шухӑш
Политика
Валентин Шурчанова пуҫ тайни
Коммунизм пулмастех пуль ыран, Ма тесен куҫне хупрӗ Шурчанов... Усал чир пӗр шеллевсӗр ҫапсан Пит синкерлӗ иккен ҫын суранӗ. Ӑҫтан тухрӗ хӑрушӑ ковид — Никама хӗрхенмест тамӑк мурӗ! Шутсӑр пысӑк хайхин аппетит, — Камӑн-ши сывалма шанӑҫ пулӗ? Ҫӗнеймерӗ чире коммунист — Хурланатпӑр — нумай пурнаймарӗ... Эпир хамӑр та кӑшт атеист, Тур каҫартӑр пире. Тен, пӑрахмӗ? Чӑваш халӑх тарҫи пулнӑ май Ман ентеш вӑй-халне шеллемерӗ. Вӑл тунийӗ капашсӑр нумай, Палӑртни те чылай — ӗлкӗрмерӗ. Унӑн ырӑ ӗҫне манар мар — Ячӗпе ҫӗн урам хисеплентӗр. Ҫуркунне ҫав тӳрем урама Эсӗ те, вулаканӑм, килен-тӗр? Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |