Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Арҫыннӑн суккӑрланнӑшӑн мастера явап тыттарасшӑн

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Софья Савнеш 29.01.2021 21:15 | 607 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

«Химпромри» пӗр цех мастерӗ суд сакки ҫине ларӗ. Унта ӗҫлекен пӗр ҫын куҫне амантнӑ, суккӑрланнӑ. Ҫакӑншӑн мастера явап тыттарасшӑн.

Следстви версийӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 58 ҫулти смена мастерӗ тӑвар йӳҫекӗ кӑларакан цехра пулнӑ, ӗҫченне противогаз тӑхӑнмасӑр, наряд тумасӑр газпа ӗҫлеме ирӗк панӑ. Насус улӑштарнӑ чухне тӑвар йӳҫекӗ тухнӑ, 55 ҫулти арҫыннӑн куҫӗсем пиҫсе кайнӑ. Пӗр куҫӗ халӗ те курмасть-ха.

ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, «Химпром» кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтермен, вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Предприяти тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Мастер тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ.

#Химпром, #прокуратура, #пӑтӑрмахсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Прокуратура хуҫасӑр йытӑсемпе кӑсӑкланнӑ
2020, 07, 10
Ӳсӗр хӗрарӑм банкра пуҫтахланнӑ
2020, 07, 30
Техникум экс-директорӗ хваттерсӗр юлма пултарать
2020, 10, 28
Прокуратура хистенипе хунар вырнаҫтарнӑ
2020, 12, 01
Маршрутка «КамАЗ»-па ҫапӑннӑ
2020, 12, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org