Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркашри тӗп вулавӑшра «Улькка Эльменӗ – пурнӑҫ ҫыравҫи» литературӑпа музыка тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна ҫыравҫӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекин виҫҫӗмӗш пайне халалланӑ. Улькка Эльменӗ Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн строительство организацине ертсе пыма тытӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗскер хӑй вӑхӑтӗнче тӑван районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫри вӑтам шкулта директор ҫумӗнче, район администрацийӗн тӗп специалистӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Упраймарӑм сана» кӗнеке вара виҫӗ пайпа пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |