Хулара
![]() moscowseasons.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын, усал шыҫӑран сипленекенскер, тухтӑр пӳлӗмӗнчен тухнӑ та ҫакӑнса тӑракан куртки ҫуккине асӑрханӑ. Унӑн кӗсйинче вара документсем пулнӑ. Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ хыҫҫӑн курткӑна пульницӑна ӳсӗр илсе килнӗ арҫын вӑрланине палӑртнӑ. Хайхискере лачкам ӳсӗр илсе ҫитернӗ. Вӑл тӑна кӗрсен пульницӑран тухса кайнӑ чухне ют ҫын курткине те илнӗ. 52 ҫулти арҫынна тӳрех шыраса тупнӑ. Тытса чарнӑ чухне вӑл ҫав курткӑпах пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтернӗ, кӗҫех Шупашкарти Калинин районӗн суче пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |