Персона
![]() Александр Кутырев Ӗнер Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта «Тойота» бетон ҫӑракан машина ҫине пырса кӗнӗ, унтан тепӗр машинӑна тӑрӑннӑ. Аварире «Тойота» водителӗ, 74 ҫулти арҫын, вилнӗ. Александр Кутырев хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр савутне ертсе пынӑ, управляющи компани директорӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех тренерта ӗҫленӗ. Вӑл ЧР физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Александр Андреевич 1946 ҫулта Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ. Вӑл унти «Ҫӑлтӑр» футбол командин тренерӗ пулнӑ. Александр Кутыревпа ыран Шупашкар районӗнчи Явӑш масарӗ ҫинче сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |