Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Шупашкарта хӗрарӑм больницӑран тухса кайнӑ та ҫухалнӑ. Вӑл опараци хыҫҫӑн пулни паллӑ. Хӗрӗ амӑшӗ ҫухални пирки ҫав кунах йӗрке хуралне пӗлтернӗ. 71 ҫулти Шабашова Надежда Захаровна Гладков урамӗнчи Республикӑри кардиологи диспансерӗнче сипленнӗ. Паян вӑл унтан тухса кайнӑ. Вӑл хӗрлӗ халат тата ҫутӑ кӑвак сланца тӑхӑннӑ пулнӑ. Надежда Шабашова 149 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 (800) 700-54-52 е 112 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |