 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     Геннадий Ахмане 30.06.2021 12:01 | 2675 хут пӑхнӑ
Геннадий Ахмане 30.06.2021 12:01 | 2675 хут пӑхнӑ 
Геннадий Айхи йӑмӑкӗ тесен чылайӑшӗ Ева Лисинӑна аса илет. Вӑл чӑвашла Библие кун ҫути параканӗ тата питӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑ пулнипе паллӑ (ахальтен-и ун кӗнекисем Анӑҫра та Тухӑҫра – Швецире, Японире тухаҫҫӗ). Вӗсен варринче амӑш варӗнче ӳтленсе ҫут тӗнчене килнӗ Луиза Николаевнӑна пӗлнӗ-и эсир? Пирӗшти пек таса чунлӑ та кукамай пек ыр кӑмӑллӑ ҫынччӗ вӑл! Тен, эсир ӑна палламан та пулӗ, анчах Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавне вуланӑ тата унти Лисука астӑватӑр пулсан сирӗншӗн те ют мар вӑл…
Луиза Николаевна кӗтрет евӗр ҫутӑ е салху сӑрлӑ ӳкерчӗксем ӑсталатчӗ: вӗсен асамне ӑнкарас тесе темӗнччен-темӗнччен пӑхса тӑраттӑн. Ҫав хайлавсене харшаласа пӗрре пысӑк курав та ирттернӗччӗ. Сире унта ҫитме тӳр килмен пулсан хӑш-пӗр ӳкерчӗкӗпе «Плач по брату: две сесры, две слезинки» (чӑв. Пиччешӗн хӳхлени: икӗ йӑмӑкӗ, икӗ куҫ тумламӗ) кӗнекере курнӑҫма пултаратӑр.
Ӗнер ирхине Шупашкарта Луиза Николаевна пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче хаклӑ ҫыннӑмӑр Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял масарӗнче, пиччӗшӗпе амӑшӗ ҫумӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупӗ. Халӑх калашле, Ҫӳлти патшалӑхра чунне ҫӑмӑллӑх пултӑр…
Сывпуллашас текенсене Республикӑн 1-мӗш пульницин асӑну залне июль уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхине 8 сехет ҫурӑна пыма сӗнеҫҫӗ. Адресӗ: Мускав проспекчӗ, 9 ж.




| Валери ТУРКАЙ // 3939.4.7384 2021.06.30 13:27 | |
| Agabazar // 2226.80.1242 2021.07.02 18:47 | |
|  | 100 çул та ытла  каяллахи куçарăва  та, калăпăр, Иван Яккăлччă хăй пĕччен майлаштарман. | 
| Agabazar // 2226.80.1242 2021.07.02 18:58 | |
|  | Тĕрĕслехшĕн, çапах та, çакна каламалла. Библие хальхи саманара куçарасси  енĕпе Ева Лисина пуринчен те ытларах вăй хунă пулмалла. 
 Палестинăна та кайса килчĕ, вара лере Библин чи авалхи манускрипчĕсене тупнă Кумран çĕр хăвăлĕсене те тăват уран упаленсе кĕчĕ. «Хыпар» хаçатра Библие еплерех куçарасси тĕлĕшпе сÿтсеяву та йĕркелесе илчĕ. Тата ытти те. | 

Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр Луиза Николаевнан!
Ҫапах та, Ахмане-тӑванӑм, Ева Лисина "чӑвашла Библие кун ҫути параканӗ" мар, чӑвашла Библие кун ҫути паракансенчен
ПӖРИ. ПӖЧЧЕН куҫарман вӑл Библие чӑвашла!
Суйма юрамасть, Геннадий Ахмане!
Валери Туркай