![]() Харпӑр шухӑш
Персона
Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ: Лев Кураков чӗри тапмасть текех. Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!.. Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..
Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ, Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке... Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ... Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...
Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ, Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух. Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ... Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...
Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ... Ҫапла вӑл — пурнӑҫ, — инкекпе тулсан... Чӑн-чӑн Арсем вилмеҫҫӗ, ҫук, вилмеҫҫӗ, — Вӗсем ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем пулса.
22.12.2020 04 сехет те 39 минут Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |