Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.5 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем чӑвашла ҫыраҫҫӗ-и?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.08.2021 17:58 | 1364 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Александр Степанов полиглот, чӗлхеҫӗ, Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе акӑлчан чӗлхисене вӗрентекен, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑвашла ҫыраҫҫӗ-ши тесе «Контактра» социаллӑ тетеле тишкернӗ.

«Чӑваш чӗлхине аталантарас тесе нумай шӑв-шав ҫӗклетпӗр, конференцисемпе ҫавра сӗтелсем ирттеретпӗр. Кӑҫалтан 2025-мӗш ҫулччен тӑван чӗлхене аталанма пулӑшакан «Культура министерствин ятарлӑ программине» те йышӑнчӗҫ. Кашни ҫул 5-7 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ патшалӑх (ку цифрӑсемшӗн савӑнмалла-ши е тӗлӗнмелле-ши? Эпӗ калама пултараймастӑп). Пылак-пылак тенипе ҫӑварта пылак пулмасть ҫав. Вконтакте социаллӑ тетеле тишкертӗм. Тӗллевӗ — эп хутшӑнакан ушкӑнсемпе ман юлташсем, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, чӑваш чӗлхине упраса аталантарас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем чӑвашла е икӗ чӗлхепе постсем кӑлараҫҫӗ-ши? Мӗн шутлатӑр??????? Тӗрӗс хурав патӑр, ҪУК!!!!! Ку мӗне пӗлтерет-ши? Ман шутпа, ку сӑмахпа ӗҫ тӳр килменни е суя. Эпӗ асӑннӑ ҫынсем чӑвашлӑхшӑн, чӗлхешӗн, халӑхшӑн мар, хӑйсемшӗн, пиаршӑн ҫунаҫҫӗ. Тепрехинче ҫын эпӗ чӑваш чӗлхине, халӑха хисеплетӗп, вӗсем умӗнче пуҫ таятӑп тесен социаллӑ тетелти страницине уҫӑр та вӑл чӑн е суя сӑмах каланине тӗрӗслӗр», — тесе ҫырнӑ Александр Степанов.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура, #тӗнче тетелӗ, #чӗлхеҫӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимер // 4240.41.1538
2021.08.24 09:36
Америка уçма кирлĕ мар. Марина Карягина чăннипех чăваша хисеплесе малтан аслă та мăнаçлă чăваш чĕлхипе çырать.Унран вĕренмелле ытти чăваш халăхĕшĕн ырми -канми кĕрешекен тĕрлĕ "хастарсен"
Валери ТУРКАЙ // 4946.3.3536
2021.08.26 13:14
Пӗтӗмпех тӗрӗс, Сантӑр!
Питех те ҫивӗч ыйту хускатнӑ эс!
Ку чухнехи чӑвашлӑхпа Чӑваш Ен влаҫӗ, тӗпрен илсен, ИКӖПИТЛӖХ ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫавӑнпа малалла каяймастпӑр.
Валери ТУРКАЙ. 89278555480
Agabazar // 2991.81.3279
2021.08.26 20:54
Agabazar
Вара мĕн тăвасшăн?

Кама вара эсир чăвашлăхшăн пит «çунтарасшăн»?

Кама эсир: "Чăвашлăхшăн çун!" — тесе калама пултаратăр?

Е, каланă хыççăн, еплерех çав çынран ыйтма пултаратăр? Пур-и сирĕн унашкал майсем тата ресурссем?

Сăмахран, эсир Акапасара çапла чĕнсе каланă, тейĕпĕр. Акапасаран вара мĕн тумалла тит? Лешĕ, Акапасар, ним те тăваймасан, эсир ăна персе пăрахасшăн-и? Вара, çапла майпа, сирĕн умра Анлă Çул уçалать-и?

Темĕн, апла мар-тăр... Акапасара айккинелле катернипех сирĕн Улăпла Ĕмĕтсем тÿрре тухаймĕç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем