Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Хлебниковӑна шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Николай Жукова ӗҫрен авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ.
Ольга Хлебникова унччен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче вӗренӳпе производство енӗпе директорӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫапла вара республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Алла Салаевӑн каллех виҫӗ заместитель. Вӗсем: Алексей Лукшин, Наталия Скворцова тата Ольга Хлебникова.
Agabazar // 1550.38.9738
2021.09.13 10:22 | |
Çак асăннă çынсем хушшинче пĕри те пулин чăваш чĕлхине пĕлсе унпа усă курма пултараять-и? | |
Базиль Кириллов // 2797.46.2235
2021.09.13 11:13 | |
Вӗрен министрӗ тени мӗн тени-ши? | |
Базиль Кириллов // 2797.46.2235
2021.09.14 07:57 | |
Тÿрлетнĕ. Тимлĕрех пулмалла мар-и малтанах? | |
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2021.09.14 10:19 | |
Эсир систернӗ хыҫҫӑн, паллах, тӳрлетнӗ. Кунта «вӗрен» сӑмахра хӑйӗнче йӑнӑш ҫукки кӑшт пӑсать //орфографи тӗрӗслемелли хатӗр ӑна йӑнӑш пек палӑртмасть-ҫке — вӑт авторӗ асӑрхаман ӗнтӗ.
Авторне йӑнӑша хӑварнӑшӑн штрафланӑ — халь пирӗн ҫапларах :) Капла май йӑнӑшсем сахалланӗҫ тетӗп (асӑрхарӑр-и, ҫук-и — анчах хальхи вӑхӑтра тимлӗрех пула пуҫларӗҫ). | |
