Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лексе пысӑк укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл полици уйрӑмне пырса каласа кӑтартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хӗрарӑм ячӗпе такам 1 миллион тенкӗ кредит илесшӗн-мӗн. Ҫак ӗҫе ан туччӑр тесен кирек мӗн чухлӗ кредит илмелле имӗш, ӑна счет ҫине куҫармалла. Кун пирки никама та калама хушман, унсӑрӑн уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ-мӗн.
Анчах хӗрарӑма банк кредит пама хирӗҫленӗ. Ҫапла вӑл хӑйӗн акцийӗсене 2 миллион те 140 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Укҫана палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Ку кӑна мар, хӗрарӑм укҫа куҫармалли программа вырнаҫтарас тесе смартфон та туяннӑ.
Базиль Кириллов // 2797.46.2235
2021.09.15 11:18 | |
Вăйлă эпитет - така: "така 1 млн тенкĕ кредит илесшĕн-мĕн." Шел пулин те, çак маттур хăш кĕтÿрен иккенне кăтартман. | |
