Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Корпорацие ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 12.10.2021 19:46 | 145 хут пӑхнӑ
Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти тилхепене халӗ Оксана Ивановӑна шанса панӑ. Унччен гендиректорӑн тивӗҫне Александр Спиридонов пурнӑҫланӑ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, корпораци тупӑшӗ пысӑках мар. Кӑҫалхи ҫур ҫула унта 1 миллиона яхӑн тупӑшпа ҫеҫ вӗҫлеме мехел ҫитернӗ. Ҫавна май корпорацин сӑнав канашӗн иртнӗ уйӑхри ларӑвӗнче пуҫлӑха тупӑша ӳстерме сӗнсе хӑварнӑ.

Ҫӗнӗ пуҫлӑх, Оксана Иванова, хальлӗхе гендиректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса тӑрӑшать. Директорсен канашӗн ларӑвӗнче уншӑн пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ. Ларӑва республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин та хутшӑннӑ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара, #йышӑнусем, #экономика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Экологи программине пурнӑҫа кӗртесшӗн
2021, 06, 03
Министр ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ
2021, 09, 10
Степанова ӗҫрен кӑларнӑ
2021, 10, 01
Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ
2021, 09, 30
Министр ҫумӗ пулма шаннӑ
2021, 10, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org