Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӑвашкино» контенчӗн пахалӑхне лайӑхлатса ҫӗршыв тата тӗнче шайне тухасшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.10.2021 06:01 | 1512 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑвашкино» киностуди пуласлӑхне ӗнер Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енри кинематографи ыйтӑвне тишкерме йӗркеленӗ тӗлпулӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев, культура министрӗ Ольга Каликова тата цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина хутшӑннӑ. «Ҫавра сӗтеле» киностуди ӗҫченӗсем, Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗн, обществӑлла ытти организаци хастарӗсене йыхравланӑ.

Элтепер ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра «Чӑвашкинон» ӗҫ пахалӑхне, кӑтартулӑхне ӳстересшӗн. «Чӑвашкинон» тӗрлӗ пурлӑх пур, анчах унпа тухӑҫлӑ усӑ курмаҫҫӗ», — тенӗ Олег Николаев. «Аталанма уйрӑмах чӑрмантараканни — ӗҫ планӗ те ҫукки», — ҫапла каланӑ иккен республика ертӳҫи. Ҫак цитатӑна эпир «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнчен илтӗмӗр.

Республикӑн влаҫ оргнӗсен официаллӑ порталӗнче вара Кристина Майнина министр каланине те илсе кӑтартнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «пирӗн тӗллев – «Чӑвашкино» кӑларакан контент пахалӑхне лайӑхлатса Раҫҫей тата тӗнче шайне тухасси». Ҫавна валли вӑл профессионалсен туслӑ командине пухма шантарнӑ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва хутшӑннисем кун пек шухӑшпа килӗшнӗ.

Аса илтерер: «Чӑвашкинона» Чӑваш Ен НТРКипе пӗрлештересшӗн.

#Чӑвашкино, #ӳнер, #кино, #тӗлпулусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.21 10:41
Agabazar
«Пахалăхне» лайăхлатмала теççĕ-няк? Раççей тата тĕнче шайĕшен шутсăр çунаççĕ тет-и?
Agabazar // 1100.25.4484
2021.10.25 13:46
Agabazar
Чăваш киновĕ — чăваш халăхĕ валли кирлĕ. Нимĕçсем, хранццуссем, акăлчансем, мĕриккансем валли мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем