Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Паллӑ куҫаруҫӑ, кулӑш ӑсти — 80-ра

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Валери Алексин 22.10.2021 10:11 | 881 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, Чӑваш тата Пушкӑрт республикисен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, пушкӑртсен Ф. Карим ячӗллӗ преми лауреачӗ Виталий Енӗш ҫак кунсенче 80 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ юбилей ячӗпе ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче чысларӗҫ.

Издательствӑн генеральнӑй директорӗ А.С. Иванов ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗпе паллаштарчӗ. В.Г. Григорьев (Енӗш) Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Совет Ҫарӗнчен таврӑнсан вӑл Пушкӑртстана тухса кайнӑ, Старлитамак тата Авӑркас районӗсен хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. Кӗҫех ӑна Шупашкара «Капкӑн» журнал редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ, кунта вӑл пай пуҫлӑхӗ тата радактор ҫумӗ пулса нумай ҫул вӑй хунӑ.

Виталий Енӗш ытларах кулӑшпа сатира жанрӗсенче ӗҫлесе палӑрнӑ. Вӑл ачасем валли те нумай ҫырнӑ тата куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех православи тӗнӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарса тата якатса ҫитерес ӗҫре нумай тимленӗ, «Вырӑсла-чӑвашла православи словарӗ» (1995), «Чиркӳ ҫулӗ» (2002), «Чӑн тӗн букварӗ» (2006) «Суйласа илнисем» (2011) тата ытти кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ.

Тӗлпулура В. Енӗш хӑй пултарулӑхӗн малтанхи тапхӑрӗ, куҫару ӗҫӗн йывӑрлӑхӗ пирки каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ.

#юбилейсем, #Пратьякас Енӗш, #культура, #Канаш районӗ, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #тӗлпулусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ 65 ҫул тултарнӑ
2020, 09, 28
Петр Егоров архитекторӑн юбилейне хатӗрленеҫҫӗ
2020, 12, 16
Елена Еньккапа калаҫнӑ
2021, 06, 29
Геннадий Медведев 60 ҫул тултарнӑ
2021, 07, 13
Станислав Сатур сӑвӑҫпа тӗл пулнӑ
2021, 10, 09

Комментари:

Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.22 10:37
Agabazar
Цитата: <<Кӗҫех ӑна Шупашкара «Капкӑн» журнал редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ,>>


Ыйту: Чĕнсе илнĕ е хайĕн ырă кăмăлĕпе килнĕ?
ялтан // 2195.3.1211
2021.10.22 20:38
Гендиректор хыҫӗнче стеллаж ҫинче мӗн куратӑр? Ахальтен мар ку.
Валери ТУРКАЙ // 7580.0.0649
2021.10.24 12:25
Путин портретне читлӗхе чиксе хунӑ нӗрсӗр кентиректӑр.
Ай, маттур! Ай, маттур!..
Кун пеккине курманччӗ-ха!..
Путина хӑйне ярса парас пуль ку фотона...
Валери ТУРКАЙ,
В.В.Путинӑн шаннӑ ҫынни

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org