Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхра 30 пин мӑшӑр тӑваймарӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.11.2021 13:24 | 881 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Юпа уйӑхӗ иртсе кайнӑран Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Шел те, иртнӗ уйӑхра эпир 30 пин мӑшӑр тӑваймарӑмӑр. Пурӗ те 29 пин те 487 чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ ҫеҫ. Кӑҫалхи 10 уйӑха илес пулсан эпир кӑрлачпа (28 пине яхӑн) юпа уйӑхӗсенче кӑна 30 пин тумасӑр ӗҫлерӗмӗр, ыттисенче вара кашнинче 35 пин ытла хатӗрлесе пытӑмӑр.

30 пин тӑвайманнин сӑлтавӗ паллӑ: эпир канас терӗмӗр. Иртнӗ уйӑхра мӑшӑрсен йышне 1 миллионран ирттертӗмӗр те ҫакӑн хыҫҫӑн вара хамӑра ытлашши нушалантарас мар тесе кантӑмӑр. Асилтеретпӗр, миллион урлӑ эпир уйӑх варринче, юпан 15-мӗшӗнче каҫрӑмӑр. Ҫапла май кӑҫалхи плана вӑхӑт ҫитиччен пурнӑҫларӑмӑр.

Мӑшӑрсен йышӗ майӗпенрех ӳсни тепӗр сӑлтавпа та ҫыхӑннӑ — эпир халь вырӑсла текста хамӑр сканерлатпӑр. Юрать-ха Finereader вырӑсла саспалланӑ чухне йӑнӑшсем сахал тӑвать, ҫавна май ку пире йывӑрлӑхсем питех кӳмест. Асилтеретпӗр, эпир ҫак ӗҫ валли Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑкне» тата Юрий Корольковӑн «Леня Голиков партизанне» «Мешок» сайт урлӑ туянса. Апла тума пире тӗнче тетелӗнчи текст чӑвашлипе тӳр килменни хистерӗ. Унсӑр пуҫне, Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑк» кӗнекине туянтӑмӑр-ха, анчах та, вӑл чӑвашлине ҫывӑхрах пулин те, ҫавах пӗрешкел мар. Калӑпӑр, вырӑслинче 3 сыпӑк пач ҫук, теприсенче вара хӑш-пӗр тӗлте кӑларса пенӗ вырӑнсем лекеҫҫӗ (куҫарма тивет). Ку вара мӑшӑрлас ӗҫе йывӑрлатать.

Чӑвашла куҫарнӑ кӗнекесене саспалланӑ хыҫҫӑн тӳрлетес ӗҫ вара вӗҫленсе пырать. Мӑшӑрласси кӑшт чӑхӑмланӑран пирӗн корпуса кӗртмелли текстсем нумайланса кайрӗҫ... 8 кӗнеке хӑйӗн вӑхӑтне кӗтет. Вӗсен йышӗнче Евгений Рыссӑн «Хӗрача ашшӗне шырать» кӗнеки (ку сӑмах майлашӑвне хальхи чӑваш орфографийӗн ҫитменлӗхне палӑртма шутласа кӑларнӑ пуль тесеччӗ те — ҫук иккен, ҫавнашкал ятлӑ кӗнеке пур!), Максим Горькийӗн «Америкӑра» тата «Манӑн университетсем» повеҫӗсем, Николай Телешовӑн «Типшар» кӗнеки, Дмитрий Медведевӑн (паллах, авторӗ РФ Президенчӗ пулнӑ ҫын мар) «Ровно патӗнче» повеҫӗ, Астрид Линдгренӑн «Леннебергӑри Эмиль мыскарисем» (ӑна куҫару авторӗ хӑй пире пачӗ) пур. Унсӑр пуҫне эпир тинех «Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем» кӗнекене тӳрлетсе ҫитертӗмӗр. Шел те, унпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем ҫакӑнпа вӗҫленмеҫҫӗ пулас — пире кирлӗ вырӑсла варианта тупасси пысӑк чӑрмав кӑларӗ. Шыраса пӑхнӑ хыҫҫӑн вырӑсла пӗр 10 яхӑн е ытларах вариант пуррине палӑртрӑмӑр. Кусемсӗр пуҫне Олег Дрожжинӑн «Ухӑран — танка ҫитиччен» тата Михаил Брагинӑн «Фельдмаршал Кутузов» кӗнекисем пур — шӑп вӗсен текстне хальхи вӑхӑтра тӳрлетеҫҫӗ те (ку ӗҫ вӗҫленнипе пӗрех).

Паян эпир 1 миллионлӑ мӑшӑр пуххине «Яндекса» ӑсатрӑмӑр, тата тутарсене патӑмӑр. Пӗлменнисем валли: чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла ҫавӑн пекех Тӳрк.Транслате.Татар сайтра, «Вырӑсла-тӗрӗкле куҫаруҫӑ» ятлинче, куҫарма пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра вӗсем хӑйсен моделӗсене ҫӗнетессе шанатпӑр. Хамӑрӑннине те лайӑхлатӑпӑр. Унсӑр пуҫне эпир халь чӑвашла-акӑлчанла мӑшӑрсем хатӗрлес ӗҫе пикенсе. Хальлӗхе пирӗн алӑра пур кӗнекесен акӑлчанла варианчӗсене шыратпӑр. Вӗсене тупнӑ хыҫҫӑн вара чӑвашлипе акӑлчанла текстсене мӑшӑрласа тухӑпӑр. Паллах, алӑпа мар. Паянхи кун тӗлне унашкал мӑшӑрсем нумаях мар ӗнтӗ, пӗр 2,5 пин кӑна, анчах эпир шутланӑ тӑрӑх эпир ӗҫленӗ текстсенчен 70-80% акӑлчанла куҫарӑвӗсем пурах. Ҫапла май эпир Google.Translate сервиса кӗме хатӗрленетпӗр.

Хыпара вӗҫленӗ май яланхи пекех корпусӑн ытти кӑтартусен ӳсӗмне палӑртӑпӑр: текстсен йышӗ 2504 ҫитрӗ (+73); пуплевӗшсен йышӗ — 1 098 588 (+30 778); сӑмахсен йышӗ 11 миллионран иртрӗ — 11 109 931 (+289 048).

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #статистика, #ҫитӗнӳсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем