Статистика
![]() fb.ru сайтри сӑн Вӑраха тӑсӑлнӑ канмалли кунсенче, чӳкӗн 1-7-мӗшӗсенче, республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ чакнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗр эрнере чирлесси 48,9 процент чакнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 3719 ҫын сахалрах ОРВИпе аптӑранӑ. Ытларах Шупашкарта чирленӗ: 2406 ҫын. Иккӗмӗш вырӑнта Ҫӗнӗ Шупашкар – 218 ҫын. Иртнӗ эрнере республикӑра ОРВИпе чирлессин кӑтартӑвӗ 100 пин ҫын пуҫне 318,8 ҫын лекнӗ. Кӑтарту Ҫӗмӗрлере, Шупашкарта, Канашра, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче пысӑкрах пулнӑ. Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 11-17-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 10 пин ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку – рекорд. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |