Сывлӑх
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри маршруткӑсемпе автобуссен водителӗсене тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: халӑхпа ӗҫлекенсен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вакцинаци витӗр тухмаллаччӗ е вӗсен кӑшӑлвируспа нумаях пулмасть чирлесе ирттернине ҫирӗплетсе паракан справка пулмалла. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн мнистерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗмкун халӑха турттаракан 50 ытла транспорта тӗрӗсленӗ. 4 водитель кӑшӑлвирусран прививка тутарманнине утпса палӑртнӑ. Вӗсен справка та, кӑшӑлвирус ерменнине ҫирӗплетсе паракан ПЦР-тест та пулман. Водительсем тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Материалсене Роспотребнадзорӑн управленине ярса панӑ, унтан суда ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |