Сывлӑх
![]() Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) Раҫҫейри представителӗ Мелита Вуйонович кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штаммне тӗпчемелле тесе пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, омикрон-вариант ерес енчен хӑватлӑрах пулма пултарать. Кӑшӑлвирусӑн В.1.1.529 ҫӗнӗ штаммне Кӑнтӑр Африкӑра тата Гонконгра тупса палӑртнӑ. «Чи пӗлтерӗшли — ӑсчахсем, Кӑнтӑр Африка Республикинчи экспертсем, эпидемиологи лару-тӑрӑвне хӑвӑрт ӑнланса илсе вируса ӗрчеме чӑрмантарнӑ», — пӗлтернӗ Вуйнович госпожа «Соловьев Live» youtube-каналӑн эфирӗнче. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем тӳрех ПТССО-на пӗлтернӗ. Организаци 24 сехет хушшинче экспертсене пуҫтарса сӗнӳ хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн чи малтан тӗпчев ирттермелле. «Хӑшӗ-пӗри вӑл инфективлӑрах пулма пултарать тесе шухӑшлать», — тенӗ Мелита Вуйонович. Ҫӗнӗ штамма Европӑра тупса палӑртнӑ пӗрремӗш ҫӗршыв Бельги пулса тӑнӑ. ПТССО ӑна «пӑшӑрхантаракан вариант» шутне кӗртнӗ, «омикрон» ят панӑ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа КАР, Гонконг, Ботсвана, Лесото, Намиби, Зимбабве, Мозамбик, Мадагаскар, Эсватинипе Танзани ҫӗршывӗсенчен вӗҫекенсене Раҫҫее лекме йывӑрланӗ. Чирсене чарас тата тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен Европӑри центр кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ омикрон-штаммӗ «пысӑк тата ҫак тери пысӑк шайри хӑрушлӑх кӑларса тӑратать» тесе палӑртнӑ. Асаилтерер, тӗнчере хальхи вӑхӑтра дельта штамм анлӑ сарӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |