Сывлӑх
![]() Юлашки талӑкра республикӑра 160 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ку уйӑхра кун пек пӗчӗк кӑтарту пулманччӗ-ха. Анчах пирӗн республикӑра тестровани федераци шайӗнче палӑртнинчен пӗчӗкрех: 100 пин ҫын ҫине 300 пулмалла тӑк пирӗн 245 кӑна. Юлашки талӑкра 18 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен Чӑваш Енре ку амака 3247 ҫын ҫӗнтереймен. Пӗтӗмпе 42504 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 37151-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 139 ҫын чире парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2106 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |