Культура
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Телейсӗр мар эп» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ – Елена Иванова-Фомина сӑвӑҫ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Елена Андреевна Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ, Ҫӗнӗ Кӗлӗмкасси ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче пурӑнать. Ҫыравҫӑн 2014 тата 2017 ҫулсенче икӗ сӑвӑ пуххи кун ҫути курнӑ. «Телейсӗр мар эп» – поэтӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки. Автор хӑйӗн пултарулӑхӗпе малалла паллаштарать. Кӑларӑма 2017–2021 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем, куҫарусемпе асаилӳсем кӗнӗ». «Эпӗ вӗреннӗ ҫын мар. Ӗмӗр тӑршшӗпе таҫта та ӗҫленӗ. Почтальон та пулнӑ, фермӑра та вӑй хунӑ. Хам пӗлнӗ пек кӑна ҫыратӑп», – тенӗ хӑйӗн пирки Елена Иванова-Фомина сӑпайлӑн. Хӑтлава Йӗпреҫ район ентешлӗхӗн хастарӗсем тата ҫыравҫӑн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |