Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Раштав уйӑхӗнчи тӗлпулура клуб хастарӗсем Владимир Степановӑн «Хӗр пӗркенчӗкӗ» мистикӑллӑ калавне сӳтсе явма йышӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пичетленнӗ. Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнерери тӗлпулура Лидия Саринен «Шур пӗркенчӗк» кӗнекине тишкернӗ (сӑнӳкерчӗкре). Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулуӑва кӗнеке авторӗ хӑй те хутшӑннӑ, «ҫавна май калаҫу тата та интереслӗрех, кӑмӑллӑрах» йӗркеленнӗ. Кӗнекен пӗрремӗш экземплярне ҫыравҫӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей заведующине Антонина Андреевӑна парнеленӗ. «Варкӑшри» тӗлпулуӑва хутшӑннӑ Антонина Васильевна чылай хайлаври ӗҫсем чӑн пурнӑҫра камсемпе пулса иртнине пӗлнине, прототипсене палланине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева хакланӑ тӑрӑх, «Лидия Саринен хайлавӗсем ҫутӑ, ырӑ, ҫӑмӑллӑн вуланаҫҫӗ, чун та вӗсене ӑшшӑн йышӑнать, ытлашши шыв юхтарни ҫук, чӗлхи ансат, хитре. Сӑнарсем идеал мар, кашнин хӑйӗн ҫитменлӗхӗ пур, ҫавӑнпа вӗсем вулакана ҫывӑх. Чӑн пурнӑҫри ҫынсем пекех». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |