Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ҫулталӑк кӗнеки» пичетленсе тухнӑ

Сутатӑп "Ваттисен чавашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем", иккĕмĕш кăларăм, ав...
Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Таисия Ташней 29.11.2021 20:41 | 503 хут пӑхнӑ
Культура
schk.su сӑнӳкерчӗкӗ
schk.su сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 2022 ҫулсенчи паллӑ пулӑмсемпе паллаштаракан «Ҫулталӑк кӗнеки = Календарь года» кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Кӗнекене республикӑмӑрӑн политика, экономика, ӑслӑлӑх, культура пурнӑҫӗнчи; наукӑри, культурӑри, вӗрентӳри тата ытти отрасльти 400 ытла паллӑ датӑпа паллаштарнӑ.

2022 ҫулта сӑмахран, Никита Бичурин, Николай Ильминский, Семен Горский, Дмитрий Данилов паллӑ ученӑйӗсен юбилей ҫулсем пулӗҫ. 130 ҫул каялла икӗ паллӑ чӑваш композиторӗ — Степан Максимов тата Фёдор Павлов — ҫуралнӑ. Литераторсенчен Анатолий Кибечӗн, Николай Теветкелӗн, Порфирий Афанасьевӑн, Николай Исмуковӑн, Виталий Родионовӑн сумлӑ юбилейӗсем ҫитӗҫ. Культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсенчен Светлана Асамат, Георгий Фомиряков, Фёдор Мадуров, Морис Яклашкин, Иосиф Александров, Раиса Полякова, Вячеслав Оринов тата ыттисем юбилейӗсене уявлӗҫ.

Улатӑр хули ҫитес ҫул 470 ҫул тултарӗ.

#паллӑ ҫынсем, #вулавӑшсем, #кӗнекесем, #пулӑмсем, #астӑвӑм, #Улатӑр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пётр Егорова асра тытса ҫавра сӗтел иртнӗ
2021, 10, 06
Станислав Юхтар ҫамрӑксене кӗнеке вулама сӗнет
2021, 10, 20
Игорь Улангинпа тӗл пулнӑ
2021, 10, 19
Лидия Саринен «хайлавӗсем ҫутӑ, ырӑ»
2021, 11, 23
Паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗнчи кӗнекесемпе паллаштаракан курав ӗҫлет
2021, 11, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org