Хулара
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн 46 ҫулти арҫын тӗрмерен кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче тухнӑ кӑна-ха. Вӑл каллех йӗплӗ пралук леш енне лекнӗ. Ӑна унччен те хӗрарӑма мӑшкӑлланӑшӑн тата ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑшӑн тӗрмене лартнӑ. Хальхинче те вӑл ҫакна пулах суд сакки ҫине лекӗ. 46 ҫултан 20 ытларах ҫулне вӑл йӗплӗ пралук леш енче ирттернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫак арҫын Шупашкарти «Байконур» микрорайонта 21 ҫулти хӗре вӑрмана сӗтӗрсе кӗнӗ те вӗлерессипе хӑратса мӑшкӑллама хӑтланнӑ. Юрать-ха, хӗр тарма пултарнӑ. Хӗр телефонне ӳкерсе хӑварнӑ, арҫын ӑна илнӗ. Ӑна часах тытса чарнӑ. Халӗ вӑл суд пуласса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |