Сывлӑх
![]() Республикӑра иккӗмӗш кун ӗнтӗ 20 ҫын кӑшӑлвируса пула вилет. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Юлашки вӑхӑтра чирлекенсем майӗпен чакса пыраҫҫӗ. Анчах вилекенсем ҫаплипех нумай. Раштав уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 373 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 3679 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 84 ҫын чирленӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ 45647 ҫынран 39872-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2096 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |