Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Виктор Немцевӑн ячӗпе асӑну хӑми уҫӑлнӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 29.12.2021 00:42 | 1361 хут пӑхнӑ
Персона
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш халӑх художникӗн Виктор Немцевӑн (1936-2018) ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Гагарин урамӗнчи ҫуртсен пӗрин ҫине вырнаҫтарнӑ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче художник пурӑннӑ.

Асӑну хӑмине уҫма чылай ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене сивӗ ҫанталӑк та хӑратайман. Тӳре-шараран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский пулнӑ. Виктор Немцевӑн хӗрӗ Лариса Захарова та унта ҫитнӗ.

Асӑну хӑмин никӗсӗнче – художникӑн сӑнӳкерчӗкӗ. Портрет бронза рельефне 700х1200 виҫеллӗ гранит плита ҫине вырнаҫтарнӑ. Текста вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ. Ӗҫӗн авторӗсем: Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗсем В.А. Зотиков тата Л.Я. Тихонов.

#художниксем, #астӑвӑм, #асӑну хӑми, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 2891.73.6256
2021.12.29 18:46
Пуҫа таятӑп. Студентсем умӗнче Ленин сӑнарне туса кӑтартрӗччӗ, пит. кӑсӑк каласа пачӗ... Асрах!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем